Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Кахал ҫине виҫ кун малтан ҫумӑр ӳкнӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Кушакӗ мӗн тӗсли кирлех те мар

Ывӑлӗ авланнӑран амӑшӗ шутсӑр хӗпӗртенӗ. Савӑнмасӑр: утмӑл урлӑ каҫнӑ вӗт, сывлӑх та хавшать. Вӑтӑртан иртнӗ хусах кил таврашӗнче амӑшне пулӑшма кин илсе килет, мӑнуксемпе те киленес камӑл пур.
Кинемейӗн ывӑлӗ сӑн-питрен илӗртӳллӗ мар, типӗтнӗ пулӑ пек хытса ларнӑ. Ватӑ еннелле сулӑннӑ ӗнтӗ. Ҫавӑнпа ӑна качча тухас тесе хыпса ҫунаканни пулман. Ирӗксӗрех хӑйӗн пекрех ватӑ хӗрпе пӗрлешнӗ.
Ҫӗнӗ кине ялта чӑн малтан унӑн тирпейлӗхне, кӑмӑлне кура хаклаҫҫӗ. Кинемей те хӑйӗн кинӗ ытти хӗртен каярах тӑнине пӗлет вӗт, мӗн тӑвӑн, ывӑлӗ те чаплах мар.
Кинемей пахчари ҫимӗҫе ҫум курӑкран тасатса ывӑннӑ та кӳршӗ арӑмӗпе ларса канма шухӑшланӑ. Пӗр-пӗрне ҫӗнӗ хыпарсем каласа кӑтартаҫҫӗ, пуласси пирки ӗмӗтленеҫҫӗ. Сӑмах хыҫҫӑн сӑмах:
— Мӗн калам ӗнтӗ вӗсем пирки. Пирӗншӗн тӗк ӗҫчен пулччӑр, пӗр чӗлхе тупса килӗштерсе пурӑнччӑр — ҫитрӗ те, — тет кинемей кӳршине.
— Кушакӗ мӗн тӗслӗ пулни кирлех те мар, шӑши ҫеҫ тыттӑр. Хитре сӑн-пите турилкке ҫине хураймӑн, пурӑнма вара ӑс кирлӗ, — килӗшет юлташӗ.
«Кушакӗ мӗн тӗсли кирлех те мар» тени пирӗн пуплеве китай чӗлхинчен кӗни паллӑ. Пӗр вӑхӑт, чӑнах та, Китайра шӑши ӗрчесе кайнипе ҫынсем аптӑраса ҫитнӗ, вӗсем рис уйӗсене иленсе кӗлетри хатӗр ҫимӗҫе хӑйсен каяшӗпе вараланӑ, михӗсене шӑтарнӑ. Маларах китай халӑхӗ илемлӗ тӗслӗ, илӗртӳллӗ кушаксене ытларах юратнӑ тӑк халӗ, кушаксем те ҫитми пулсан, пурне те тан хисеплеме пуҫланӑ. Мӗн тӗсли кирлех те пулман: шӑши ҫеҫ тыттӑр.
Ҫак танлаштару каярахпа ҫынсен хутшӑнӑвӗсенче те палӑрма пуҫланӑ. Этем тенин пичӗ еплерех пулни пӗлтерӗшлех мар, унра ҫынлӑхӑн ырӑ енӗсем ытларах пулччӑр тенӗ пек ӑнланатпӑр.

Роман Чепунов, «Хыпар», 2010, ҫӗртме, 5


 
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2010-12-18 19:43:05 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 2249 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем